Тунтикун, ноябрӗн 10-мӗшӗ
Пӗтӗмпех тӗрӗслӗр (1 Фес. 5:21).
«Тӗрӗслӗр» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗпе хаклӑ йышши металсем чӑн пулнипе пулманнине тӗрӗслени пирки сӑмах пынӑ чухне усӑ курнӑ. Апла пулсан, хамӑр мӗн илтни тата мӗн вулани тӗрӗс пулнипе пулманнине тӗрӗслесе тӑмалла. Пысӑк хӗн-асап ҫывхарса пынӑ май пушшех ҫавна тумалла. Пирӗн ӑслӑ-тӑнлӑ пулмалла, ыттисем мӗн каланине пурне те ӗненсе лартмалла мар. Хамӑр мӗн вуланине, мӗн илтнине Библипе Иеговӑн организацийӗ мӗн каланипе тӗрӗслемелле. Вара демонсен пропогандине хамӑр ҫине витӗм кӳме памӑпӑр (Ытар. 14:15; 1 Тим. 4:1). Иеговӑн халӑхӗ пысӑк хӗн-асапа пурӑнса ирттерӗ. Туррӑн кашни ӗҫлекенӗ пирки уйрӑммӑн калас пулсан вара, эпир ыран хамӑрпа мӗн пуласса пӗлместпӗр (Иак. 4:14). Анчах та Армагеддон ҫитиччен хамӑр вилсен те, ҫакна пӗлетпӗр: мӗн виличченех Турра шанчӑклӑ пулсан, вӑл пире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парнелӗ. Айтӑр хамӑр чаплӑ шанчӑка куҫран вӗҫертер мар тата Иеговӑн кунне хатӗр пулар! w23.06 13 с., 15, 16 абз.
Ытларикун, ноябрӗн 11-мӗшӗ
Ҫӳлхуҫа Турӑ Хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне Хӑйӗн чурисене... пӗлтермесӗр нимӗн те тумасть-ҫке (Ам. 3:7).
Библири хӑш-пӗр пророкла сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланассине эпир пӗлместпӗр (Дан. 12:8, 9). Эпир пӗр-пӗр пророкла каланине ӑнлансах каймастпӑр пулсан, ҫакӑ вӑл пурнӑҫланас ҫуккине пӗлтермест. Эпир пӗртте иккӗленместпӗр: вӑхӑт ҫитсен Иегова пирӗн мӗн пӗлмеллине веҫех уҫса парӗ. Вӑл ялан ҫапла тунӑ вӗт. Вӑхӑт ҫитсен: «Мир тата хӑрушсӑрлӑх!» — тесе пӗлтерӗҫ (1 Фес. 5:3). Кайран пӗтӗм тӗнчери политика ертӳҫисем суя тӗн ҫине тапӑнса ӑна пӗтерӗҫ (Ӳлӗм. 17:16, 17). Ун хыҫҫӑн вӗсем Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫине тапӑнӗҫ (Иез. 38:18, 19). Кайран вара Армагеддон вӑрҫи пуҫланӗ (Ӳлӗм. 16:14, 16). Ҫак событисем кӗҫ-вӗҫ пулса иртесси пирки пирӗн иккӗленмелле мар. Ҫав вӑхӑт ҫитиччен вара айтӑр Библири пророкла каланисене малалла та тӗпчер тата ыттисене те вӗсене ӑнланма пулӑшар. Ҫапла тусан эпир хамӑрӑн юратакан ҫӳлти Аттене пархатарлӑ пулнине кӑтартӑпӑр. w23.08 13 с., 19, 20 абз.
Юнкун, ноябрӗн 12-мӗшӗ
Пӗр-пӗрне юратар, мӗншӗн тесен юрату — Турӑран (1 Иоанн 4:7).
Павел апостол ӗненӳ, шанчӑк тата юрату ҫинчен каланӑ чухне «вӗсенчен чи асли... юрату» тенӗ (1 Кор. 13:13). Мӗншӗн вӑл ҫапла каланӑ? Пуласлӑхра пирӗн Турӑ рай тума сӑмах панине тек ӗненмелле пулмӗ. Мӗншӗн тесен хамӑр мӗне шанса тӑни пӗтӗмпех пурнӑҫланӗ. Анчах та Иеговӑна тата ҫынсене эпир нихӑҫан та юратма пӑрахмӑпӑр. Унтан та ытларах, пирӗн юрату ӗмӗр-ӗмӗрех ӳссе пырӗ. Унсӑр пуҫне, пӗр-пӗрне юратсан эпир чӑн христиансем пулнине кӑтартса паратпӑр. Иисус апостолсене: «Сирӗн хушшӑрта юрату пулсан, пурте эсир манӑн вӗренекенсем пулнине пӗлӗҫ», — тенӗ (Иоанн 13:35). Унсӑр пуҫне, юрату пӗрлӗхе упрама пулӑшать. Павел апостол: «Юрату пӗрлештерет», — тесе ҫырнӑ (Кол. 3:14). Иоанн апостол тӑвансем патне ҫапла ҫырса янӑ: «Кам Турра юратать, ҫавӑн хӑйӗн тӑванне те юратмалла» (1 Иоанн 4:21). Апла пулсан, эпир пӗр-пӗрне юратсан Турра юратнине кӑтартатпӑр. w23.11 8 с., 1, 3 абз.